Пӗтӗм Раҫҫейри шкул ачисем хушшинче иртекен «Президент ӑмӑртӑвӗсем» авӑнӑн 10-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Унта пирӗн республика чысне хӳтӗлеме Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ҫӗнӗ Атикассинчи вӑтам шкул команди шкулти физкультура учителӗ Светлана Петрейкина ертсе пынипе тухса кайнӑ.
Спортсменсем тӗрлӗ енлӗ ӑмӑртусенче вӑй виҫнӗ: темиҫе тӗрлӗ спорт спорт упражненине пӗрлештерекен ӑмӑрту, мини-футбол, ишесси, тулта баскетболла вылясси, бадминтон, сӗтелҫи теннисӗ, шахмӑт, дартс, «Хаваслӑ стартсем» эстафета, кунсӑр пуҫне ҫитес олимиадӑна халалланӑ теори ыйтӑвӗсене тӗрӗс ответлесси. Ӑмӑртусем хула тата ял командисем хушшинче уйрӑммӑн иртнӗ. Ҫӗнӗ Атикасси шкул команди Анапа хулинче иртекен ӑмӑртусене хутшӑннӑ 74 ялти шкулсен командисен хушшинче пӗрремӗш вырӑна тухса ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑнта Дагестан Республикинчи ушкӑн пулнӑ, виҫҫӗмӗшсем — Пенза облаҫӗн команди. Чыслав ыран иртӗ.
АВН | 13 |
Хӗрлӗ Чутай районӗнче «Советская Чувашия» хаҫат Андриян Григорьевич Николаев космонавта асӑнса ирттерекен спорт ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнассишӗн, ҫавӑн пекех районти «Пирӗн пурнӑҫ» парнишӗн чупассипе «Тӗп» стадионта фестиваль иртрӗ.
Пухӑннисене район пуҫлӑхӗ Александр Степанов, ялхуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен администраци заместителӗ Владимир Храмов, «Пирӗн пурнӑҫ» хаҫат редакторӗ Галина Ястребова, «Поддержка» страхлакан кампанин начальникӗ Виталий Чишкин тата ӑмӑртусен тӗп судьи Алексей Никитин саламласа пурне те ӑнӑҫусем сунчӗҫ.
Пухӑннисем чи малтанах пурте пӗрле кар тӑрса физзарядкӑна хутшӑнчӗҫ. Хускану йӗркине Наталья Храмова ертсе пычӗ.
Малтанах ӑмӑртусем кил-йышсен хушшинче иртрӗҫ. Малти вырӑна Пантьӑк ял тӑрӑхӗнчи Макаровсен ҫемьи тухрӗ. Иккӗмӗш вырӑнта Хӗрлӗ Чутайри Кондратьевсен ҫемьи пулчӗ, виҫҫӗмӗшсем — Хусанушкӑньри Макаровсен ҫемьи.
Спорт уявне тӗрлӗ спортсмен ушкӑнӗсем хутшӑнчӗҫ. Шкулсем хушшинче мала Хусанушкӑньсем тухрӗҫ, иккӗмӗшсем — Штанашсен команди, виҫҫӗмӗшсем — Тури Ҫӗрпӳкассисем.
«Выҫӑ хырӑм хыр тӑрне хӑпартнӑ», — текен каларӑш ахальтен мар ӗнтӗ ҫӳрет халӑхра. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ирчкассинче пулса иртнӗ пулӑм ҫакна тепӗр хут ҫирӗплетнӗ. Унта иккен виҫӗ шкул ачи утара ҫаратнӑ пулнӑ. Кун ҫинчен авӑнӑн 9-мӗшӗнче республикӑри ШӖМ управленийӗ пӗлтернӗ.
Ведомство тӗпчевӗсемпе килешӳллӗн Ирчкасси ялӗн пӗр ҫынни темиҫе ҫул тӑршӗ вӗлле хурчӗсене ерчетет. Ялтан инҫех мар унӑн 500 яхӑн вӗлле те пур. Пуҫтарнӑ пыла 50 ҫулхи арҫын вырӑнтах, пысӑках мар будкӑра тасатнӑ пулнӑ.
Нумаях пулмасть, каҫхи хурала ирттернӗ чухне вӗлле хурчӗсене ерчетекен будка ҫӑраҫҫине ҫӗмӗрнине тата алӑк юрӑхсӑрланнине асӑрханӑ пулнӑ. Шала кӗрсессӗн вӑл пыл шучӗ чакнине асӑрханӑ, ытти вара пӗтӗмпех хӑйӗн вырӑнӗнче пулнӑ.
Полици ӗҫченӗсем пыла юратакансене тепӗр кунах шыраса тупнӑ . Вӗсем иккен Ҫӗмӗрлери коррекци шкулӗнче вӗренекен пӗр тӑван 12, 10, 8 ҫулхи пиччӗшсем пулнӑ. Пыл тутанас шухӑш вӗсен пуҫне кӳршӗ ялтан тарӑннӑ чухне кӗнӗ имӗш.
Паянхи кун шӑпӑрлансене хирӗҫ пуҫарса янӑ администрацилле ӗҫе ятарлӑ инспекци тӗпчет.
Паян чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ҫыннин Андриян Григорьевич Николаевӑн ҫуралнӑ кунӗ — пурӑннӑ пулсан 84 ҫул тултарӗччӗ вӑл. Чӑвашра ун ятне манмаҫҫӗ — паянхи кун тӗлне тӗрлӗ мероприятисем хатӗрленӗ. Ак Хӗрлӗ Чутай район вулавӑшӗнче те ятарлӑ кӗнеке куравӗ хатӗрленӗ — «Ҫӑлтӑрсем патне...» ят панӑ ӑна.
Вулакансем кунта паллӑ космонавтӑн кун-ҫулӗпе паллашма пултараҫҫӗ. Кӗнекесенче ҫавӑн пекех сӑнсем те пур, паллӑ чӑвашсем Андриян Григорьевич пирки ҫырса хӑварнӑ асаилӳсем те. Вулакансене уйрӑмах «Андриян Николаев: орбиты космические и замные» (Андриян Николаев: тӗнче уҫӑхӗнчи тата ҫӗр ҫинчи орбитӑсем, 2013) кӗнеке кӑсӑклантармалла — унта космонавтпа тӗл пулнӑ хыҫҫӑн ҫырнӑ Петӗр Хусанкайӑн, Юрий Айташӑн, Александр Галкинӑн, Георгий Ефимовӑн, Яков Ухсайӑн тата ыттисен асаилӗвӗсене вулама пулать.
Иртнӗ ӗмӗрсенче карап ӑслӑлӑхне ҫынсем хаваспах туптанӑ. Пӗрисем вара хӑйсен пурнӑҫне туллипех ҫак ӑслӑлӑхпа ҫыхӑнтарнӑ. Вӗсем шутне вара эпир тивӗҫлипех тӗнчипе паллӑ чаплӑ ӑсчаха, академика, «карап ӑслӑлӑхӗн адмиралне» Алексей Николаевич Крылова кӗртме пултаратпӑр.
Крылов А.Н. карапа хута ярассипе вырӑс ӑслӑлӑх шкулне пуҫарса яраканӗ. Унӑн пӗлӗвӗсем ҫӗршывра карапсене тунӑ ӗҫре, тинӗс ӗҫӗнче тата техника тавра ҫӗкленнӗ ыйтусене татса парассипе математика приложенине йӗркеленӗ чухне пысӑк пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннӑ.
Хӗрлӗ Чутайри тӗп вулавӑшра ҫак пултаруллӑ ӑсчах Алексей Николаевич ҫуралнӑран 150 ҫул ҫитнӗрен «Флота панӑ пурнӑҫ» ятпа истори сехечӗ иртнӗ. Мероприяти вӑхӑтӗнче вулавӑш ӗҫченӗ Михеева Алина карап ӑслӑхҫин пурнӑҫӗ ҫинчен, унӑн ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен каласа панӑ. Пурне те Крылов А.Н. вырӑс чӗлхисӗр пуҫне хрантсусла, нимӗҫле, латинла пӗлни тӗлӗнтернӗ.
Мероприяти вӗҫнелле вара куракансем А.Н.Крылов ячӗллӗ халӑх музейӗ тӑрӑх виртуаллӑ ҫӳрев ирттернӗ. Унсӑр пуҫне пурне те вӑрҫӑ-тинӗс карапӗсемпе паллаштаракан слайдсем кӑсӑклантарнӑ.
Масар-ҫӑва таврашӗсенче шӑматкунлӑхсем ирттерни паха ӗҫ. Ҫавӑнпа кашни ял тенӗ пек пӗр хутччен пулин те ҫак ӗҫӗ явӑҫать.
Шӑматкун, ҫурлан 10-мӗшӗнче вара Атнар ял тӑрӑхӗн специалисчӗсемпе Депутатсен канашлӑвӗн депутачӗсен пуҫарӑвӗпе Атнар ялӗнчи ҫӑва ҫинче шӑматкунлӑх иртнӗ.
Унта вара администраци ӗҫченӗсем кӑна мар, ялти хастар ҫыннисем те тухнӑ. Ӗҫӗ вара ватти-вӗттине те туллинех ҫитнӗ: Мадебейкин Александр Юрьевич хӑйӗн тракторӗпе типнӗ курӑка ҫулнӑ, хӗрарӑмсем вара курӑкне пуҫтарса ҫунтарнӑ. Атнарти пушара хирӗҫ тӑракан постӑн ӗҫченӗсем Волков Ю.Г., Железнов В.И. тата Атнар клубӗн ертӳҫи Шуськин Г.А. бензин ҫинче ӗҫлекен ҫавапа ӳссе кайнӑ тӗмӗсемпе типнӗ курӑка ҫулнӑ. Никифоров И.Ф., Кузьмин Н.С., Куропаткин Г.М. вара ватӑ, самаях туратланса кайнӑ йывӑҫсене каснӑ.
Шорово ял ҫыннисем блоксенчен асӑнмалли ҫурта купаланӑ. Тарапай тата Туканаш ялсен арҫыннисем вара асӑнмалли тӳрем ҫӗрне тӳрлетнӗ.
Шӑматкунлӑха пӗтӗмӗшлӗ 100 яхӑн ҫын тухнӑ. Тарапай, Атнар ялти ҫыннисем вара хӑйсен ӗҫченлӗхӗпе, хастарлӑхӗпе паллӑрса юлнӑ.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлнелле, ҫурлан 12-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сӗренкасси ялӗнче вырнаҫнӑ ача пахчинче юсав хыҫҫӑн хӑйӗн алӑкӗсене шкул ҫулне ҫитмен шӑпӑрлансен ушкӑнӗ «Рябинушка» уҫнӑ. Унта ача пахчине маларах ҫӳренисемпе пӗр тан ыттисем те килсе ҫитнӗ. Вӗсене савӑнтарма шкул учрежденийӗ ятарласа парнесемпе, шӳтсемпе Бим и Бом клоунсем килнӗ.
Юсав хыҫҫӑн ача пахчи ҫӗнӗлле пурнӑҫа куҫрӗ тейӗн. Хӑтлӑ, ҫутӑ пӳлӗмсем, ҫӗнӗ пластик алӑкӗ тата ытти улшӑнусем ача пахчи ӗҫченӗсене кӑна мар, шӑпӑрлансен ашшӗпе амӑшӗсене те савӑнтарнӑ.
Этем яланах шухӑш-ӗмӗтпе ҫунатлӑ. Анчах тӑвас тенине пурнӑҫлама ал айӗнче укҫа хӗсӗкки те тепӗр чух кансӗрлет. Хӗрлӗ Чутайри чылай ҫын хушма хуҫалӑха аталантарма ҫӑмӑллӑхлӑ кредитпа усӑ курать. Кун пирки район администрацийӗ хыпарлать.
Кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра кӑна унта 458 ҫын 87,9 миллион тенкӗлӗх кивҫене кӗнӗ. Кам ӑҫтан пултарать, ҫавӑнтан илет: пӗрисем — Перекет банкӗнчен, теприсем — Раҫҫей ял хуҫалӑх банкӗнчен. Аса илтеретпӗр, хушма хуҫалӑха аталантарма тесе уйӑракан кредитӑн процент ставкин пӗр пайне патшалӑх саплаштарать.
Кивҫен илессипе Хӗрлӗ Чутай, Питеркасси, Акчикасси ял тӑрӑхӗнчи ҫынсем уйрӑмах хастар-мӗн.
Кашни ҫулах ҫуллахи кунсенче ял халӑхӗ хаваспах Ял уявне паллӑ тума пуҫтарӑнать. Шӑматкун, утӑн 27-мӗшӗнче вара Ял кунне Етӗрне районӗнчи Анат Явӑш ялӗ уявланӑ. Уява Мӑн Явӑшсем кӑна мар, кӳршӗ ялӑн ҫыннисем те, чӗннӗ хӑнасем те пуҫтарӑннӑ. Ҫирӗпленнӗ йӑла тӑрӑх уява чи малтанах Мӑн Явӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Т.С. Леонтьева уҫнӑ. Хыҫҫӑн ял ҫыннисене саламлама сӑмаха Етӗрне районӗн администраци пуҫлӑхӗ В.Н. Кузьмин тата район администрацийӗн социаллӑ политика пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ А. Г. Иванова илнӗ.
Уява пуҫтарӑннӑ халӑха К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театӑрӑн артисчӗ Григорий Федоров хӑйӗн кӑсӑклӑ концерт программипе илӗртнӗ. Унсӑр пуҫне куракансене сцена ҫине тухнӑ вырӑнти фольклор коллективӗ «Выла», Хӗрлӗ Чутай районӗн Кивӗ Атикасси ял тӑрӑхӗнчи фольклор ансамблӗ «Шупуҫ» хӑйсен юрӑ-ташшипе савӑнтарнӑ. Яланхилле уяв иртнӗ тӳремре суту-илӳ ӗҫне ирттернӗ, ача-пӑчасем валли аттракционсем ӗҫленӗ.
Хӑйсен вӑй-хӑватне ял халӑхӗ спорт ӑмӑртӑвӗсенче тӗрӗсленӗ.
Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов тата унӑн ҫумӗ Татьяна Казакова Хӗрлӗ Чутай районӗнчи культура учрежденийӗсенче пулнӑ. Чи малтанах вӗсем районти культурӑпа кану центрне ҫитсе курнӑ. Тепри вара — Питеркасси ялӗнчи Культура ҫуртӗнче. 1977 ҫулта хута янӑскер ҫак ҫулсенче самай япӑхса кайнӑ-мӗн. Ҫавна май вӑл вунӑ ҫула яхӑн хупӑнса ларнӑ. Пӗлтӗр вара ӑна юсама шут тытнӑ. Тӗплӗн юсама республика тата муниципалитет хыснисенчен укҫа уйӑрнӑ та самай ӗҫ ирттернӗ.
Кайран министрпа ҫумӗ Мӑн Этменти Культура ҫуртне ҫитнӗ. Кӑҫал ӑна ҫутӑ, сасӑ, видеопроекци тата ытти хатӗрпе тивӗҫтермелле иккен. Ҫавӑн пекех сцена ҫине тухмалли тумсем те уйӑрӗҫ. Ҫав мул валли тупрана вӑл республика хыснинчен тивӗҫнӗ. Ятарлӑ конкурс витӗр тухса. Халӗ унта юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ-мӗн.
Сӑнсем (30)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |